уроженцы Вурнарского района
Ильина (Ефремова) Надежда Геннадьевна
(19.01.1976)


Ильина Надежда Геннадьевна: фото

Ильина (Ефремова) Надежда Геннадьевна (19.01.1976).

Литературовед, писатель, филологи наукисен кандидачӗ (2002), Раҫҫей Федерацийӗн писательсен Союзӗн членӗ (2004), Чӑваш Республикин литература, культура тата искусство енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ (2003), Чӑваш Республикин гуманитари ӑслӑлӑхӗсен енӗпе Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2019).

1976 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Мӑн Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ.

Ярмушкӑри вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче, унтан университетри аспирантурӑра вӗреннӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. Студентсене вӗрентнӗ. 2003 ҫултан пуҫласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлет: наука сотрудникӗ, литературоведени тата фольклористика секцийӗн аслӑ ӗҫченӗ.

Н. Ильинан пӗрремӗш калавӗ "Хӗр Кӗлетки" ятлӑ. Паллӑрах хӑйлавсем: "Юлашки кӗр", "Шӑранса та пӗтми", "Чӑнлӑх чечекӗ", "Пӑхнӑ иккӗн кантӑкран", "Турӑсӑр тупнӑ телей", "Даниил".