уроженцы Урмарского района
Юрьев Михаил Федорович
(13.11.1899-17.02.1962)


Юрьев Михаил Федорович

Юрьев Михаил Федорович (13.11.1899-17.02.1962).

Писатель-драматург,прозаик, "Канаш" ҫыравҫӑсен пултарулӑх союзӗн членӗ, историк, режиссер, журналист, артист, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакан.

1899 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Вӑрмар районӗ) Кавал ялӗнче ҫуралнӑ.

Хусан университечӗн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. 1921 ҫулта Чӑваш театрӗнче выляма пуҫланӑ. 1925 ҫулта Чӑваш театрӗн тӗп режиссерӗнче ӗҫлеме пуҫлать, истори факчӗсене тӗпе хурса "Пулхӑр патшалӑхӗн юлашки кунӗсем" трагеди ҫырса хӑех театрта лартать. 1926 ҫулта ӑна нацист тесе айӑпласа ӗҫрен кӑлараҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн М. Юрьевӑн тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлеме тивет. М. Юрьев чӑваш халӑхӗн аваллӑхӗпе мӑнаҫланакан, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн историйӗпе кӑсӑкланакан ҫынсен ретӗнче тӑнӑ. 1923 ҫултанпа ҫыравҫӑсен "Канаш" пӗрлешӗвӗн членӗ пулнӑ.

Паллӑрах кӗнекесем: "Пулхӑр патшалӑхӗн юлашки кунӗсем" - историлле трагеди, "Иртнӗ кунсен асапӗ" - драма.

1962 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 17- мӗшӗнче ҫуралнӑ ялӗнчех вилнӗ.