уроженцы Цивильского района
Комиссаров (Вантер) Гурий Иванович
(03.10.1883-25.02.1969)


Комиссаров (Вантер) Гурий Иванович: фото

Комиссаров (Вантер) Гурий Иванович (03.10.1883-25.02.1969)

Писатель, таврапӗлӳҫӗ, педагог, этнограф, философ.

1883 ҫулхи октябрӗн 3-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи (хальхи Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районӗ) Патӑръел ялӗнче хресчен килйышӗнче ҫуралнӑ.

Гурий Иванович Комиссаров (Вантер) ялти пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ. 1897 ҫулта Элӗкри икӗ класлӑ шкула кайса кӗрет, икӗ ҫултан Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗренме тытӑнать.

1903-1906 ҫулсенче Етӗрне уесӗнчи Пӗрҫырланти пуҫламӑш шкулта учительте ӗҫлет. 1906 ҫулхи ҫулла Хусана ҫитет, кӗркунне Ӗпхӳри тӗн семинарине вӗренме кӗрет. 1908-1913 ҫулсенче Хусанти тӗн академинче вӗренет, университетри лекцисене те итлет. 1913 ҫулта Ӗпхӳри гимназире литература вӗрентме тытӑнать.

Г. Комиссаров литература ӗҫне Г. Кореньковпа пӗрле Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пуҫӑннӑ. "Ҫамрӑк сӑвӑҫсен ушкӑнӗ" кӑларса тӑнӑ литература журналне хутшӑннӑ. Вӑл хӑйӗн хӑш-пӗр сӑввине "Хыпар" хаҫатра пичетленӗ. Поэт вырӑсла та ҫырнӑ, икӗ сӑвви 1913 ҫулта "Казань" журналта тухнӑ.

Поэт пултарулӑхӗнче граждан, пейзаж, юрату сӑввисем, сӑвӑланӑ юмахсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Г. Комиссаров халӑх историне, йӑли-йӗркине, литературине нумай тӗпченӗ, вырӑсларан чылай куҫарнӑ. Чӑваш Республикинчи тата Атӑлпа Урал хутлӑхӗнчи чӑвашсен ӑс-хакӑл еткерне пухас енӗпе пысӑк пуҫарусем тунӑ. Чӑвашпа пушкӑрт таврапӗлӳне (краеведенине) пуҫараканӗ, программисемпе вӗренӳ кӗнекисене тӑваканӗ те Гурий Вантерех пулнӑ.

Г. Комиссаров 1969 ҫулхи февралӗн 25-мӗшӗнче Киров облаҫӗнчи Санчурск поселокӗнче вилнӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗн институчӗ Г.И. Вантер ҫырнисен пуххине пичете хатӗрлесе ҫитернӗ.