уроженцы Батыревского района
Юхма (Ильин) Михаил Николаевич
(10.04.1936)


Юхма Михаил Николаевич: фото

Юхма (Ильин) Михаил Николаевич (10.04.1936).

Чӑваш халӑх писателӗ, Чӑваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл республикисен культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, удмуртсен Кузебай Герд ячӗллӗ наци, чӑвашсен И.Я. Яковлев ячӗллӗ наци, Альберт Канаш ячӗллӗ ҫамрӑксен премийӗсен, М.А. Шолохов ячӗллӗ тӗнчери литературӑпа искусство, нимӗҫсен "Ҫӗнйӗркелӳ", армянсен П. Севак, азербайджансен С. Вургун, СССР писателӗсен союзӗн М. Шагинян ячӗллӗ, РСФСР писателӗсен союзӗн, А. Фадеев, К. Симонов, В. Пикуль ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ (2012).

1936 ҫулхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралнӑ.

Михаил Николаевич Ильин (Юхма Мишши) Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Мускаври А.М. Горький ячӗллӗ Литература институчӗн аслӑ курсӗнче, Мускаври ГИТИС ҫумӗнчи А.В. Луначарский ячӗллӗ театр аслӑ курсӗнче вӗреннӗ. Краеведени музейӗн сотрудникӗ, шкулта учитель, Чӑваш кӗнеке издательствинче редактор пулса ӗҫленӗ. Халӗ Чӑваш писателӗсен союзӗн ертӳҫи.

Юхма Мишши – пӗтӗм тӗнчери "Информациллӗ обществана аталантарас ӗҫри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орден медалӗн кавалерӗ, Турцин "Тӗрӗк халахӗсен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" наградине тивӗҫнӗ.

Литературӑпа тӗпчев ӗҫӗсенчи ҫитӗнӗвӗсемшӗн ҫыравҫӑна Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн премине тата Ылтӑн медальне, Ача-пӑча писателӗсен тӗнчери пӗрлешӗвӗн Х.К. Андерсен ячӗллӗ преми дипломне панӑ.

Паллӑрах хайлавӗсем: "Авалхи чӑвашсем", "Анне ҫӑкӑрӗ", "Атте пахчи", "Ӑраскал", "Ватӑ хурама вӑрттӑнлӑхӗ", "Еткер", "Куккук куҫҫулӗ", "Мускав ҫулӗ", "Термен", "Хӗвел хапхи" т.ыт.те.