уроженцы Моргаушского района
Лазарева (Агакова) Александра Назаровна
(05.05.1917-24.11.1978)


Лазарева А. Н.

Лазарева (Агакова) Александра Назаровна (05.05.1917-24.11.1978).

Писатель, куҫаруҫӑ, СССР Писателӗсен союзӗн членӗ пулнӑ (1960).

Муркаш районне кӗрекен Тури Тӑмлайра 1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Анат Кӗнерти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнче, Балашоври авиаци техникумӗнче вӗреннӗ, темиҫе ҫул хушши пилотсен шкулӗнче ӗҫленӗ. 1939 ҫулта Шупашкарта "Ленин ҫулӗпе" журнал редакцийӗнче, Чӑвашрадио комитетӗнче вӑй хунӑ.

А. Лазаревӑн пӗрремӗш калавӗ "Ҫутӑ ӗмӗт" 1938 ҫулта "Сунтал" журналта пичетленнӗ. Ҫак калавшӑн автор илемлӗ произведенисен конкурсӗнче приеми илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Унӑн пултаруллӑхӗнче ачасемпе яш-кӗрӗм валли ҫырнӑ произведенисем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вырӑсларан вӑл А. Кононов, В. Осеева, В. Розов, М. Карим произведенийӗсене куҫарнӑ. Паллӑрах кенекесем: "Савӑнӑҫ", "Чипер анна", "Хӗр чери", "Санӑн ҫитмӗл ҫичӗ тус", "Савӑнтар ҫынсене"; вырӑсла - "Светлый пруд", "Снег идет", "Сердце девичье".

Литературари ӳсӗмсемшӗн ӑна Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеплӗ грамотипе наградӑланӑ (1967).

1978 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вилнӗ.