уроженцы Вурнарского района
Орлов (Иванов) Петр Иванович
(20.06.1880-28.03.1964)


Запись из метрической книги // ГИА ЧР. Ф. 557. Оп. 7. Д. 174.Л. 844 об.-845. № 104

Орлов (Иванов) Петр Иванович (20.06.1880-28.03.1964)

Сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, фольклорист.

1880 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8(20)-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Вӑрнар районӗ) Уравӑшра ҫуралнӑ.

Петр Иванович Орлов (Иванов) пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан Элӗкри икӗ сыпӑклӑ шкулта пӗлӳ пухнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн 1900 ҫултанпа учительте ӗҫленӗ.

1905-1906 ҫулсенче П. Орлов революци ӗҫне хастар хутшӑннӑ: Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи ялсенче патша режимне хирӗҫле агитациленӗ, гектографпа чӑвашла прокламацисем пичетленӗ, тӗрлӗ хулари революционерсемпе ҫыхӑну тытнӑ. Уншӑн ӑна Пермь кӗпӗрнинчи Чердынь хулине ссылкӑна янӑ.

П. Орлов "Уравӑш" поэма ҫырнисӗр пуҫне фольклорпа этнографи материалӗ чылай пухнӑ, сӑвӑсемпе кӗске калавсем хайланӑ, очерксем ҫырнӑ, учебниксем хатӗрленӗ. Совет саманинче вӑл П. Иванов, Уравӑшсем, Мӗскӗн ятсемпе пичетленнӗ.

1964 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӑван ялӗнче вилнӗ.