уроженцы Батыревского района
Давыдов-Анатри Василий Иванович
(26.12.1917-08.09.2010)


Давыдов-Анатри В. И.

Давыдов-Анатри Василий Иванович (26.12.1917-08.09.2010).

Чӑваш писателӗ, СССР писателӗсен Союзӗн членӗ (1958), Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1967), РСФР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1976), В. Митта премийӗн лауреачӗ, Чӑваш АССР халӑх поэчӗ (1990), Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗ, Патӑрьел районӗн Хисеплӗ гражданинӗ.

1917 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Малтан хӑйсен ялӗнчи вӑтам шкулта, унтан Республикӑри хаҫат шкулӗнче, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика училищинче вӗреннӗ. 1940-1941 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ, унтан таврӑнсан Первомайски районӗнчи «Коммунар» хаҫат редакторӗнче, КПСС Чӑваш обкомӗн инструкторӗнче, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн Радиоинформаци комитечӗн тӗп редакторӗнче, кӗнеке издательствин редакторӗнче, писательсен союзӗн илемлӗ литература пропагандӑлакан бюро пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.

Илемлӗ литературӑра - 1936 ҫултанпа. Ҫав хушӑра поэт 50 кӗнеке ытла пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш композиторӗсем унӑн сӑввисемпе пилӗкҫӗр юрӑ, юрӑпа ташӑ сюитисем, ораторисемпе кантатӑсем, опера ҫырнӑ. Поэтӑн чи паллӑ кӗнекисем: «Пӗчӗк туссем», «Чӗре хушнипе», «Чеменпе Мерчен», «Илемпи», «Телейлӗ туслӑх», «Шурӑмпуҫ хӑпарсан» тата ыттите.

Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Чӑваш халӑх поэчӗ. Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ. Халӑхсен Туслӑхӗн орденӗн кавалерӗ. 1958 ҫултанлв СССР писателӗсен союзӗн членӗ.

2010 ҫулхи ӑвӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.