уроженцы Красноармейского района
Ершов (Янгер) Николай Гаврилович
(11.10.1942)


Ершов Николай Гаврилович: фото

Ершов Николай Гаврилович (Янгер) (11.10.1942)

Ҫыравҫӑ, Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен, Чӑваш Республикин писателӗсен союзӗсен членӗ, Н. Янкас, А. Талвир ячӗллӗ литература премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх ӑсчахӗ.

1942 ҫулхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Янкас ялӗнче ҫуралнӑ.

Николай Гаврилович Ершов (Янгер) Партин аслӑ шкулӗнче пӗлу илнӗ, ҫарта офицер пулнӑ. Красноармейскинчи культура ҫурчӗн илемлӗх ертуҫи, Ҫӗнел Упири библиотека заведующийӗ, Шалти ӗҫсен районти пайӗнче паспорт службин пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Райхаҫат редакцийӗнче вӑй хунӑ, Янкасри культура ҫурчӗн директорӗнче тӑрӑшнӑ.

Пӗрремӗш хайлавӗ 1956 ҫулта район хаҫатӗнче пичетленсе тухнӑ. "Пурнӑҫ сӑпки" (1992), "Ҫулсем иртеҫҫӗ" (2002), "Пурнӑҫ сакки" (2006), "Пурнӑҫ илемӗ" тата "Пурнӑҫ элемӗ" (2007) кӗнекесен авторӗ. Кунсӑр пуҫне район историне тӗпчесе икӗ кӗнеке кӑларнӑ.

Н. Янкас ячӗллӗ литературапа искусство пӗрлӗхне ертсе пынӑ. Халӗ –унӑн хисеплӗ председателӗ.