уроженцы Чебоксарского района
Ирхи (Порфирьев) Георгий Иванович
(01.02.1949-26.06.2010)


Ирхи Георгий Иванович: фото

Ирхи (Порфирьев) Георгий Иванович (01.02.1949-26.06.2010).

Поэт, журналист, Раҫҫей Федерацийӗн писательсен Союзӗн членӗ (1994), А.Талвир ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин Музыка обществин тава тивӗҫлӗ деятелӗ.

1949 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Самуккасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Иккассипе Кӳкеҫри вӑтам шкулсенче вӗреннӗ, Шупашкарти энерготехникумра, Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. Райхаҫатсенче, «Пионер сасси», «Тантӑш» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ, чӗрӗк ӗмӗре яхӑн «Чӑваш Ен» телерадиокомпанире литературӑпа ӳнер редакцийӗсенче тӑрӑшнӑ. Унтан - «Хыпар» хаҫатра.

Ҫамрӑклах сӑвӑ ҫырма пуҫланӑскер, Георгий Ирхи ҫырулӑх каҫалӑкӗнче вӑтӑр пилӗк ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Поэзи сборникӗсен авторӗ: «Ҫырмари хӗвел» (1990), «Тасалу» (1991), «Вӑтанчӑк аслати» (1993). Поэт куҫару енӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ. Унӑн сӑввисемпе композиторсем 60 яхӑн юрӑ хывнӑ («Асамат кӗперӗ», «Кӗл чечек», «Ҫырла тути», «Чаршав» тата ыттите.

2010 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вилнӗ.