уроженцы Цивильского района
Чулгась (Афанасьев) Кузьма Афанасьевич
(27.06.1907-19.07.1971)


Афанасьев (Чулгась) Кузьма Афанасьевич: фото

Чулкаҫ (Афанасьев) Кузьма Афанасьевич (27.06.1907-19.07.1971)

Чӑваш ҫыравҫи, куҫаруҫӑ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1936).

1907 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси (Малти Ямаш) ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫма Чулкаҫ Чиркӳллӗ Ямашпа Лапрари пуҫламӑш, Ҫӗрпӳри икӗ класлӑ шкулсенче вӗреннӗ. 1920-1921 ҫулсенчи выҫлӑх вӑхӑтӗнче Чулхула облаҫӗнчи ача ҫуртӗнче пурӑннӑ.

К. Чулкаҫ "Трудовая газета", "Хресчен хаҫачӗ" редакцийӗсенче ӗҫленӗ, каярах Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча литературишӗн яваплӑ литература редакторӗ, 1952-1966 ҫулсенче радиопа телевиденире литература передачисен редакторӗ пулнӑ.

1925 ҫултан пуҫласа "Канаш" хаҫатра Аванеҫ Куҫми ятпа пичетленнӗ, ҫакӑнтан унӑн литературӑри ӗҫӗ-хӗлӗ пуҫланнӑ Ҫыравҫӑн ансат та пуян чӗлхеллӗ "Сунарҫӑ халапӗсем" ҫичӗ хутчен пичетленсе тухнӑ. Унӑн "Сунарҫӑ халапӗсем", "Ҫӑткӑн кушак, "Шӑркалчӑ кӑвакал", "Кӗтӳ ачи", "Юлхав кушак аҫи", "Чаплӑ хӑнасем" тата ытти кӗнекесем кун ҫути курнӑ. Вӑл илемлӗ хайлавсене вырӑсларан чӑвашла куҫарас енӗпе те нумай тӑрӑшнӑ.

К. Чулкаҫ 1971 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.